Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑвашсем валли «Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» регионсем хушшинчи конкурс ирттерме йышӑннӑ. Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса видеороликсене йышӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2021 ҫулхи халӑх ҫыравне ирттернӗ май йӗркелеме йышӑннӑ.
Конкурса шкул ачисем, студентсем тата аслӑрах ҫулхисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Чӑваш илемлӗ литературинчи пӗр хайлава (е хайлав пайне) чӑвашла хитре вуланине ӳкерсе видеоролик туса mussespel@mail.ru электрон почтӑпа пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ярса памалла. Поэзи, проза е драма хайлавӗсенчен пӗрне суйласа илме юрать.
Ыйтусем пулсан +7-8352-58-08-79 номерпе 09.00-18.00 сехетсенче кашни кун (тунти кунпа вырсарни кунсемсӗр пуҫне) шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӗпе пӗрле «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентес уйрӑмлӑхсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. Конференцие Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халаллӗҫ.
Конференци программине ҫак ыйтусемпе докладсем кӗртме палӑртнӑ: «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли майсемпе мелсем»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасен этнокультура компетецине йӗркелесси»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене вӗрентмелли хальхи технологисем».
Конференцие хутшӑнма тӗпчевҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑс класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗрентме «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗ темиҫе те пичетленсе тухнӑ. Ҫак кунсенче унта тата тепӗр учебник кун ҫути курнӑ. Ку вӑл — «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗсен комплекчӗ. Ӑна таваттӑмӗш классем валли хатӗрленӗ. Кӗнеке авторӗсем – А.В. Блинов, А.В. Егорова, Л.П. Николаева, художникӗ – Ю.Ю. Лутошкина. Кӗнеке тиражӗ — 1050 экземпляр. Курс авторӗ – А.В. Блинов.
«Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ грамматикӑна вӗрентес тӗллев лартман. Вӑл чӑвашла пуплеме хӑнӑхтарасшӑн.
2016-2018 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче 1–3 классем валли ҫавӑн пек пособисем пичетлесе кӑларнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентнине пӗлтерекен хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ «Культурное наследие Чувашии заботливо и бережно храним» (чӑв. Чӑваш Ен культура эткерлӗхне тӑрӑшса тата перекетлӗн упратпӑр) муниципалитет проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри паллӑ ҫынсене, хулапа тӑван тӑрӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене, тӗл пулусене чӗнеҫҫӗ. Ачасене музейсене илсе каяҫҫӗ, пӗчӗкскерсем валли Чӑваш чӗлхи кунӗсем, фестивальсем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ.
Хулари ача пахчисенче тӗрлӗ чӗлхене, ҫав шутра чӑвашла та, вӗрентекен лингвистика пӳлӗмӗсем ӗҫленине ӗнентереҫҫӗ. Шупашкарти 15 ача пахчи «Родной язык — язык матери» (чӑв. Тӑван челхе — анне чӗлхи) республика проекчӗ пурнӑҫланать-мӗн.
«Онлайн ача пахчи» проектпа килӗшӳллӗн педагогсем ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ валли чӑваш чӗлхине вӗренмелли видеоуроксем ирттереҫҫӗ.
2021 ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лаборатоийӗ уйӑхри ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвне пӗлтерме хатӗр: ку уйӑхра пирӗн хастарсем пурӗ 27 979 мӑшӑр тума ӗлкӗрнӗ.
Калӑпӑшӗпе ку нумаях мар ӗнтӗ, анчах кун валли сӑлтавсем те пур: мӑшӑрлама текстсем сахалччӗ. Тӗслӗхрен, ку уйӑхра эпир ӗҫленӗ кӗнекесенчен пӗри — Михаил Алексеевӑн «Большевиксем» роман. Ӑна 1936 ҫултах кӑларнӑ, ҫавна май кӗнекене хальхи орфографине куҫарма тиврӗ. Унашкал кӗнекесене саспаллатнӑ (сканерласа распозновани тунӑ) хыҫҫӑн тата йӑнӑшсем нумай юлаҫҫӗ. Анчах мӗн тӑвӑн, вӑл кӗнекесемпе те ӗҫлемелле.
Хальхи вӑхӑтра эпир хамӑрӑн куҫаруҫӑн модельне ҫӗнетессипе ӗҫлетпӗр. Вӑл 675 пин мӑшӑр ҫинче никӗсленӗ (Яндекс.Тӑлмача 500 пин панӑ хыҫҫӑн вӑл халь епле аван куҫарнине эсир те асархарӑр пулӗ), ҫавна май пахалӑхӗ пысӑк пуласса шанса тӑратпӑр. Унсӑрӑн пуҫне малалли ӗҫлемелли кӗнекесен йышне те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Вӗсен хушшинче: Василий Ажаевӑн «Мускавран инҫетре» романӗ, Иван Козловӑн «Крымра вӑрттӑн ӗҫлени» хайлавӗ, Митчель Чарнлейӗн «Райтсем» мемуар евӗр ҫырнӑ повеҫӗ (пӗрремӗш самолет ӑсталанӑ пӗртӑван Райтсем ҫинчен /чӑвашла ӑна 1936 ҫулта кӑларнӑ/), тата ыттисем те.
Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.
Лапсар ялӗнчи урам ячӗсем пулман пулас. Е сыхланса юлман. Пӗр урамӑн кӑна темиҫе ят пур: ӑна е Киремет урамӗ теҫҫӗ, тата авал Парник урамӗ тени сыхланса юлнӑ. Эпир вара ытларах Пӗрремӗш урам, Иккӗмӗш урам тата Виҫҫӗмӗш урам тетпӗр (сӑмах май, эпир, Комсомол урамӗнче пурӑнакансем, ӑна Пӗрремӗш тетпӗр, Шупашкар урамне — Виҫҫӗмӗш; Шупашкар урамӗнче пурӑнакансем вара урӑхла — хӑйсенне Пӗрремӗш, пирӗнне Виҫҫӗмӗш).
Таврари ялсенчи хӑш-пӗр урам ячӗсене пӗлетӗп. Ассакасси ялӗнче пӗр урам ҫеҫ пулнӑ та ун ячӗ пулман ӗнтӗ. Халӗ те вӗсен пӗр урам ҫеҫ — «Асакасинская».
Иртнӗ эрнере Чӑваш наци вулавӑшнче «Варкӑш» литература клубӗн кӑҫалхи пӗрремӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта Аркадий Казановӑн «Ҫӑмас» кӗнекине сӳтсе явнӑ.
«Вӑл 2020 ҫулхи кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Кӑларӑма «Ҫӑмас (Кушак ылханӗ)» повесть тата тӑватӑ калав кӗнӗ. Повеҫе автор Шупашкарти килсӗр кушаксене халалланӑ», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеки издательствинче. Литература клубне пухӑннӑ хастарсем повеҫе тӗрлӗрен йышӑннӑ май кашниех хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ.
«Варкӑшӑн» нарӑс уйӑхӗнчи тӗлпулӑвӗнче Анатолий Хмытӑн «Тӗлленмен тӗлӗк» кӗнекине сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ ҫул тӗлне 16 вӗренӳ кӗнеки хушма тиражпа пичетленнӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑван чӗлхе, литература тата культурипе историне вӗрентме вӗренӳ кӑларӑмӗсем ҫителӗклине тишкернӗ. Унта республикӑри 328 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Ҫак тишкерӳ кӗнекесем ҫитменнине кӑтартса пачӗ. Вӗренӳ кӗнекисен ҫӳлӗкӗ 800-тен пуҫласа 6600 экземпляр таран пуянланнӑ.
Тӑван (чӑваш) чӗлхипе тӗп пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсем валли А.А. Ермошкинӑпа Н.Н. Черновӑн 1-мӗш класс валли «Чӑваш азбуки», 5-мӗш классем валли Л.П. Сергеевӑн, Е.А. Андреевӑн, Г.Ф. Брусовӑн, ҫиччӗмӗшсем валли Ю.М. Виноградовӑпа Л.Г. Петровӑн «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ кӗнекисем кун ҫути курнӑ.
«Тӑван литература» кӑларӑм та тепӗр хут пичетленнӗ. 5-мӗш, 6-мӗш классем валли (авторӗ тата хатӗрлекенӗ ‒ Н.Г. Иванова), ҫиччӗмӗшсем валли (авторӗсем тата пухса хатӗрлекенӗсем ‒ Н.И. Степановӑпа П.Н. Метин) «пиҫсе тухнӑ».
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑсла вӗрентекен чылай шкулта Г.В. Абрамовӑн «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ кӗнекипе усӑ кураҫҫӗ, ӑна автор ансат чӗлхепе ҫырнӑ, уроксене темӑсем тӑрӑх пайланӑ.
Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗнчен пӗлтӗр 8-мӗш класӑн, паян 9-мӗш класӑн ҫӗнӗ кӗнекисене (тӗрӗссипе — улттӑмӗш ҫӗнетсе улӑштарнӑ кӑларӑма) илсе килчӗҫ. Савӑнмалла. Тӑрӑшса ӗҫленӗ, Евгений Майковпа Ольга Вишнева вӗрентекенсем пултарнине тунӑ. Тепӗр тӗлӗнтермӗш, ҫӗнӗ кӗнекешӗн 3 пин ытларах гонорар парса янӑ. Унчченхисемшӗн пачах ним тӳлеменни те пулнӑ-ҫке! Ҫавӑнпа укҫа пирки калаҫмӑпӑр, ахаллӗн мана хирӗҫ Родионов-Яковлев-Ендеров тата тахӑшӗн пӗрлӗхӗ каллех кӑшласа ларать. Ку ушкӑн хам чӗрӗ чухнех курнӑҫланса синкер сарать те, вилсе выртсан мӗнле сиксе ташлӗ-ши? Ирӗксӗрех пуҫа Даниил Эльмень шӑпи килет — пӗр ҫын пӑтратнипе кӗрӗс-мерӗс шав тӑваҫҫӗ те пултаруллӑ этемех таптаса хураҫҫӗ.
Кайма пуҫтарӑнсан шикленесси ҫук. Пурнӑҫа хакласа шутланӑ чухне капланнине каласа хӑварни вырӑнлӑрах. Хӑй пирки хӑлаҫланать, критикӑна юратмасть, йӑлтах хӑйшӗн тейӗҫ. Ку яланах ҫапла пулнӑ — Эльменсен вӑхӑтӗнче те. Тинкерӗр, ҫаплах ҫав. Тӑван сӑмахлӑх пирки каланӑ чухне манӑн хам ҫинчен сас тумасӑр пулмастех. Ан тив, лешсем кӗвӗҫсе, сӑхланса е урӑх тӗллевпе элеклеччӗр — эпӗ хамӑн ӗмӗре, чылай тӑпӑлтарчӗҫ пулсан та, литература вӗрентӗвӗнчен уйӑраймарӑм.
Мускавра пурӑнакан хӗр Инстаграмри хӑйӗн страницинче чӑвашла тумлантарнӑ пуканесене, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ ытти сӑна тӑтӑшах вырнаҫтарать.
«Ырӑ ир пурне те! Пӗчӗк юлташсене чӑваш тумӗ питӗ хитре каять) Килӗшетӗр-и?», «Ытти халӑхӑн тӗрри те, паллах, питӗ илемлӗ. Анчах та тӑван япала капӑртарах та хитререх туйӑнать», — ҫапларах постсем ҫырать маттур пике хӑйӗн ӳкерчӗкӗсен айне.
Ксения Кошелева — Чӑваш Енри Йӗпреҫ районӗнчен. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Пултаруллӑ иллюстратор ӳкерме ачаранах юратнӑ, анчах биологипе географи учительне вӗренсе тухнӑ. Художество пӗлӗвӗ пулмасан та пӗлӗшӗсем ыйтсан кӗнекесене те хитрелетет.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине юратасси Мускава куҫса кайсан тата ют ҫӗршывра пулса курнӑ, ытти культурӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ.
Ксения планшетра ӳкерет. Унӑн ӗҫӗсем электрон мелпе упранаҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнсанах пӗр ӳкерчӗкпе эрне таран ларма тивнӗ, халӗ 5-6 сехет татти-сыпписӗр ӗҫлесен вӗҫлет. Унӑн ӳкерчӗкне 40 пин тенкӗпе туянакан та пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |